Муркаш районӗнчи Кашмаш тата Хуракасси ялӗнче пурӑнакансем вӑл тӑрӑхра шкул тутарассишӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру янӑ. Раҫҫей ертӳҫи патне шӑрҫаланипех Муркаш район администрацине ӑсатнӑ.
Унтисем вӗренӳ учрежденийӗ тума ыйтса резолюци хатӗрленӗ. Ял пухӑвне пуҫтарӑннисем 300 ытла ҫын хута алӑ пусма килӗшнӗ. Хастарсем Кашмашри шкула кӑҫалах хӑпартма пуҫлаттарасшӑн.
Вӗренӳ учрежденине тума федераци хыснинчен укҫа уйӑрасса шанса ҫырнӑ ҫырура РФ Президенчӗн Резерв фондӗнче «кӗмӗл» тупасса шаннине палӑртнӑ.
Кашмашра тума палӑртнӑ шкул укҫине Шупашкар районӗнчи Янӑшри шкул валли яма йышӑннине илтнӗ хыҫҫӑн тарӑхнӑ Муркаш районӗнчи Кашмаш тӑрӑхӗнчи хастарсем алла калем тытнӑ пулать.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе (ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче арестленӗ хыҫҫӑн килте тытса усрамалла тунӑччӗ) алӑ пусманшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Георгий Егоров хӑй килӗштермен строительство фирмин пуҫлӑхне ҫурта хута яма ура хунӑ. Кивӗ ҫуртран куҫарма тесе ҫав стройорганизаци муниципалитет саккасӗпе нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартнӑ. Анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ актсене пусмасӑр тӑнӑ. Хута тытса чарнине пула застройщикӑн хыснаран илмелли 5 миллион тенкӗ ытла укҫана тархаслама тивнӗ.
Тарӑхнипе подряд организацийӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта тӗп парӑмсӑр пуҫне вӑхӑтра тӳлеменнишӗн район администрацийӗнчен ҫур миллиона яхӑн укҫа шыраса илмелле тунӑ.
Дачӑсене ҫаратакан арҫыннӑн савӑнӑҫӗ нумая пыман. Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӑна полицейскисем преступлени вырӑнӗнче тытса чарнӑ.
54 ҫулти арҫын телевизор вӑрланӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче __Шупашкар районӗнче_ дачӑсене ҫаратнӑ тӗслӗх ҫине-ҫине пулнӑ.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче полицейскисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ вӑхӑтра вӑрра аллинченех ярса тытнӑ. Хайхискер дачӑри чӳрече решеткине ҫӗмӗрнӗ те телевизор йӑтса тухма хӑтланнӑ.
54-ри арҫын тӗрмерен ҫур ҫул каялла ҫеҫ тухнӑ-мӗн. Вӑрӑ кӳршӗ дачӑра электрохатӗрсем йӑкӑртса сутма ӗлкӗрнине пытармасӑр каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑпа хваттерлӗ пулас текенсене хваттер уҫҫи Ҫӗнӗ ҫул умӗн те лекмен. 4-мӗш позици шутланаканскерте хваттер туянма шутланисене пӗлтӗрхи раштавӑн 21-мӗшӗ тӗлне хваттер уҫҫи тыттарма пулнӑччӗ, малтан шантарнӑ вӑхӑтра (ку датӑна малтанласа 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ тесе палӑртнӑ) уҫӑ илейменнисене 50 пин тенкӗ компенсаци сӗннӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗрессине 2014 ҫулта калаҫма пуҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗре (хваттер хакӗн пӗр тӑваткал метрӗ 30 пинтен иртмелле марччӗ) 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр хӑпартмаллаччӗ.
Йӳнӗ ҫурт-йӗре Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе тумаллаччӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе купалама шантарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартмаллаччӗ.
57 ҫулти Светлана Петровӑна Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Министр ҫумӗнче 15 ҫула яхӑн ӗҫленӗскер 2012 ҫулта пӗрремӗш ҫум пуканне йышӑннӑ. Ӑна пӗлекенсенчен хӑшӗсем: «Шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть», — теме юрататчӗҫ. Ҫак сӑмаха вӗсем Светлана Владимировна тӗрлӗ министрпа ӗҫлеме пултарнӑран каланӑ-тӑр.
Ӗҫ биографине Светлана Петрова Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнинчен пуҫланӑ. Унта вӑл 1978–1985 ҫулсенче тимленӗ. Унтан КПСС Шупашкар райкомне куҫнӑ, райӗҫтӑвкомра тӑрӑшнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче темиҫе уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинче ертсе пыракан специалистра вӑй хума тытӑннӑ. Патшалӑхӑн ытти службинче те тӑрӑшнӑ.
Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, кӑларнӑ. Хутра Светлана Владимировнӑна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пирки хӑтарнине палӑртнӑ.
Вырӑнтан тапранман каска ҫӗрет тенӗ ваттисем. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ уйрӑмӗсенче ку каларӑша асра ҫирӗп тытаҫҫӗ. Тӑван-пӗтенӗн, ачи-пӑчин хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ кинеми-мучисене пӑхакансем вӗсен хырӑмӗ тутӑ та пӳрчӗ ӑшӑ пултӑр тенипех ҫырлахмаҫҫӗ.
Ваттисен ҫуртне лекнисене пурнӑҫпа тан уттарма тӑрӑшнипех пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслаштарма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе культурӑпа сиплев, арт-терапи тата реабилитаци канӑвӗ те йӗркелеҫҫӗ. Сывлӑха хавшатас мар тесе ирсерен зарядка тутараҫҫӗ, скандинави утти мелӗпе уҫӑлма, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма
илсе тухаҫҫӗ. Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тесе ахальтен каламаннине кинеми-мучисем хайсем курса-туйса ӗненеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 55 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1962 ҫулта Шупашкар районӗнчи Тӑманакассинче (халӗ вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗн урамӗ шутланать) ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче «Агрономи» специальноҫне алла илнӗ, тепӗр ҫичӗ ҫултан вӑл юриспруденци дипломӗллӗ пулса тӑнӑ. Михаил Васильевич ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ шутланать.
Ӗҫ биографине Михаил Игнатьев «Химпром» акционер обществинче электромонтертан пуҫланӑ. Каярах вӑл тӑван «Прогресс» колхозра уй-хир бригадирӗнче, производство участокӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 25 ҫула ҫитсен ӑна хуҫалӑха ертсе пыма шаннӑ. 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑка районти Депутатсен пухӑвне суйлани те — Михаил Васильевичӑн биографийӗнчи сумлӑ йӗрсенчен пӗри. 1996 ҫулта Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тимлеме тытӑнать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулма шанаҫҫӗ. 2002 ҫулта вара ял хуҫалӑх министрне лартаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Михаил Игнатьев Чӑваш Ене ертсе пырать.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкӗнче цехсене кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче чӗпсем ярӗҫ.
Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ предприятире нумай ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вара ӑна республикӑра туса илекен кайӑк-кӗшӗк ашӗн 50 проценчӗ лекнӗ. Халӗ унти темиҫе цеха чӗпсем лартасси пирки предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Сергей Шпарев пӗлтернӗ тӑрӑх, инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнӑ. Вӗсен кросӗ — HubbardF-15. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗн. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑн.
«Чӑваш биопродукчӗ» тавар паллин пӗлтерӗшне ӳстерес тесе ҫак конкурса виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Унта 1-4-мӗш класра вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Жюри пӗтӗмпе 136 ӗҫе хакланӑ, вӗсенчен чи лайӑх 6 ӗҫе суйланӑ.
Ачасем ӳкернӗ пулин те ӳкерчӗксем тарӑн шухӑшлӑ. Шӑпӑрлансем республикӑра апат-ҫимӗҫ мӗнле туса кӑларнине, вӑл пахалӑхлӑ пулнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче вӗренекен Максим Исаев пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна ку ӗҫре амӑшӗ те пулӑшнӑ. Максимпа амӑшӗ Тамара Шатаева шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗтел ҫине хамӑр ял хуҫалӑхӗнче туса илнӗ продукцие хумалла.
Алия Манинова, вӑл 1-мӗш класра кӑна вӗренет, малти вырӑна йышӑннӑ. Вӑл ӳкерчӗкре хӑйӗн ялне сӑнланӑ. Конкурса хутшӑннӑ тепӗр 4 ачана та Чӑваш Енри пысӑк предприятисем парнесемпе хавхалантарнӑ. Вӗсем пурте ЧР Элтеперӗн елкине кайӗҫ.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра агроклассем уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Пӗрремӗшне Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче уҫнӑччӗ, иккӗмӗшне — Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче. Паян, раштавӑн 29-мӗшенче, тӑваттӑмӗшне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ.
Вӗренӳ класне уҫма Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев, экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ, ЧР Элтеперӗн советникӗ Михаил Петров, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев хутшӑннӑ.
Агрокласс естествӑлла ӑслӑлӑх тата инженери енӗсемлӗ пулӗ. Унта 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем ял хуҫалӑх академийӗ хатӗрленӗ программӑсемпе вӗренӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |